Шӑмӑршӑ округӗнчи Шамкай ялӗнчи пӗвере ҫын путса вилнӗ. Унта 1975 ҫулта ҫуралнӑ арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Вӑл ятарласа хатӗрлемен вырӑнта шыва кӗнӗ.
Аса илтерер: нумаях пулмасть Муркаш, Патӑрьел округӗсенче арҫынсем путса вилнӗ. Шупашкарта, Атӑл леш енче, 19-ти тата 21 ҫулти каччӑсем шыва кӗрсе пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнче ӳсӗр тракториста тытса чарнӑ.
Руль умне ӳсӗр пуҫпа ларнӑ ҫынна Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн специалисчӗсем асӑрханӑ. Медицина тӗрӗслевӗ ирттернӗ те арҫын, чӑн та, эрех ӗҫни ҫиеле тухнӑ.
Тракториста паян, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, асӑрханӑ.
Инспекторсем руль умне ӳсӗрле ларни инкекпе вӗҫленме пултарассине аса илтерееҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, каҫ енне Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта ҫын путса вилнӗ. Арҫыннӑн виллине водолазсем тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
Утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче вара Муркаш округӗнчи Ятман ялӗнчи пӗвере 55 ҫулти арҫын шыва кӗнӗ чухне путнӑ. Атӑл леш енчи санатори ҫывӑхӗнче икӗ ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Унта 19-ти тата 21 ҫулти студентсем путса вилнӗ.
Палӑртмалла: ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 21 ҫын путса вилнӗ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ – ачасем.
Муркаш округӗнче пурӑнакан 65 ҫулти хӗрарӑм полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл мӑнукне пула укҫасӑр юлнӑ.
14 ҫулти ача ун патне ҫуллахи каникула килнӗ. Вӑл телефонра вӑйӑ выляса ларнӑ чухне пӗлтерӳ асӑрханӑ: видеоролик пӑхса укҫа ӗҫлесе илме пулать иккен. Ача мӗн хушнине прнӑҫланӑ. Унтан унран ӳсӗмӗ пирки ыйтнӑ. 14 ҫул тесен хӑратма тытӑннӑ: 18 ҫул тултарман пирки штраф тӳлеттерӗҫ-мӗн. Хӑраса ӳкнӗскер асламӑшӗн /е кукамӑшӗн/ карттин реквизичӗсене, смскӑпа килнӗ кода пӗлтернӗ. Ҫапла ултавҫӑсем унӑн счечӗ ҫинчен ҫур миллион тенкӗ вӑрланӑ.
Элӗк округӗнчи Мӑш Шӗвӗш ялӗнче пурӑнакан Гликерия Романова 105 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1919 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче ҫак ялтах хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ.
Вӗсем пиллӗкӗн ӳснӗ. Вӑҫрҫӑ пуҫланнӑ чухне Гликерия Степановна Етӗрнере ҫул тунӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Кайран Сӑр тата Хусан чиккисене чавнӑ ҫӗрте вӑй хунӑ. Вӑрҫӑ хыҫҫӑн колхозра тӑрӑшнӑ вӑл. Граждан вӑрҫинчен сусӑрланса таврӑннӑ ашшӗн те пӑхма ӗлкӗрнӗ. Вал вилсен аппӑшӗпе тата унӑн ачисемпе пурӑннӑ.
Хальхи вӑхӑтра Гликерия Степановна Муркаш окуругӗнчи Йӳҫкассинчи интернатра пурӑнать.
Ҫӗртме уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Йӳҫкасси тӑрӑхӗнче Йӳҫкасси пуххи иртнӗ. «Ку уяв Турӑ ҫул тӳпене улӑхнӑ кун ячӗпе иртет. Шел те, юлашки ҫулсенче уяв манӑҫма та пуҫланӑ, анчах тӑрӑхри пуҫаруллӑ ҫынсем тӑрӑшнипе ӑна кӑҫал ҫӗнӗрен чӗртсе тӑрӑтса муниципалитет шайӗпе туса ирттерчӗҫ. Малашне вӑл «Сурӑм ҫӑлтӑрӗсем» халӑх пултарулӑхӗсен фестивалӗ ятлӑ пулӗ». — хыпарланӑ Чӑваш Сурӑм шкулӗнчи вӗрентекен Алина Петрова халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче.
Уява эстрада, фольклор, ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑнса халӑха хӑйсен юрри-ташшипе савӑнтарнӑ.
Чӑваш Енре шкултан вӗренсе тухнӑ 8 ҫамрӑк литературӑпа, географипе тата химипе Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗнче 100 балл пухнӑ.
Патӑрьелти 1-мӗш шкултан, Вӑрнарти 1-мӗш шкултан, Шупашкарти 2-мӗш лицейран тата Муркаш округӗнчи Калайкассинчи шкултан вӗренсе тухнисем хими экзаменӗнче 100 балл илнӗ. Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗ географипе чи нумай балл пухнӑ. Ҫӗмӗрлери 1-мӗш шкул тата Шупашкарти 5-мӗш гимнази выпускникӗсем литература экзаменӗнче палӑрнӑ.
Паян ҫӗрле Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Патаккассинче пушар алхаснӑ. Ҫурт тӗппипех ҫунса кӗлленнӗ.
Пушар пирки ҫур ҫӗр иртсен пӗлтернӗ. Пушарнӑйсем ҫулӑма кӳршӗ ҫуртсем ҫине куҫма паман. Шел те, 44 ҫулти кил хуҫи инкекрен ҫӑлӑнайман. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл, ахӑртнех, пирус туртнӑ, ҫулӑм ҫавӑнран тухма пултарнӑ.
Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 549 пушар пулнӑ, вӗсенче 32 ҫын вилнӗ.
Чӑвашсен пӗрремӗш хаҫачӗн, «Хыпарӑн», никӗслевҫи ҫуралнӑранпа 146 ҫул ҫитнине халалласа Муркаш муниципаллӑ округӗнчи Купӑрля ялӗнче митинг иртнӗ.
Николай Никольский — чӑвашсен пӗрремӗш профессорӗ, историк, этнограф, общество ӗҫченӗ.
Купӑрляри Н.В. Никольский ячӗллӗ паркри уява вырӑнти тӳре-шара, ҫав шутра Муркаш муниципаллӑ округӗн пуҫлӑхӗ Алексей Матросов, пырса ҫитнӗ. Хӑнасен йышӗнче Никольский эткерлӗхне тӗпчесе кӗнеке кӑларнӑ Алексей Леонтьев та (вӑл халӗ – Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн ӑслӑлӑх ӗҫченӗ) пулнӑ.
Муркаш тӑрӑхӗнчи Лантӑш ялӗ патӗнчи уҫланкӑра Акатуй иртӗ. Уява муркашсем ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫтарӑнӗҫ. Асӑннӑ уява ҫурхи ака-суха ӗҫне вӗҫлесен ирттереҫҫӗ.
Акатуй 11 сехетре уҫӑлӗ, 12 сехет те 30 минутра уҫланкӑра концерт пуҫланӗ. Сцена ҫине малтан округри пӗрлештернӗ хор тухӗ, унтан – тӗрлӗ коллектив. Спорт ӑмӑртӑвӗсем иртӗҫ, ача-пӑча лапамӗсем ӗҫлӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑрмӑш гербне йышӑннӑ. | ||
| Вӑта Тимӗрҫен шкулне уҫнӑ. | ||
| Аслут Александр Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |